земляные ворота. Альш. Унтах тата пĕр çулĕ, ялта пĕр-ик-виç хут умлă-хыçлă вут тухнă хыççăн, чăвашсем: çĕнĕ вут кăларас, тенĕ. Кивĕ çурта (на старое место деревни) кайса „çĕр хапхи“ тунă. Икĕ енчен çĕре алтса пырса, варрине тимесĕр хăварнă. Ăна хапха пек тунă та, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ, этемми çавăнтан витĕр тухнă. Çынсем, выльă-чĕрлĕхсем тухнă чухне, çĕр хапха çинче пăшал персе тăнă. || Назв. урочища. Чув. Кулатка. Çĕр хапхи. Анкарти хыçĕнче пĕр тарăн варта пĕр лупашкана темĕшĕн „çĕр хапхи“ теççĕ. Ун витĕр турă сурăхсене, ĕнесене, лашасене хăваласа кăларнă, тет; вăл вырăна çынсем хисеплеççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕр улми çĕр хăмли çĕр хăрпанĕ çĕр хăрти « çĕр хапхи » çĕр хаяр амăшĕ çĕр хаярĕ çĕр хуппи çĕр хуранĕ çĕр хурти